Ҫак кунсенче Чӑваш кӗнеке издательстви Анатолий Кипечӗн «Вилӗм ялан ичелсӗр» кӗнекине пичетлесе кӑларчӗ. Ӑна автор Аслӑ Ҫӗнтерӳ 70 ҫул тултарнӑ май вӑрҫӑ ачисене халалланӑ.
Кӗнеке повеҫсемпе калавсенчен тӑрать, фашизм тискерлӗхне, ветерансен пурнӑҫне, Афганистанпа Чечняра ҫапӑҫнӑ ҫамрӑксен трагедиллӗ шӑпине питӗ витӗмлӗн кӑтартса парать, сӑнарӗсем те асра юлаканскерсем.
Анатолий Кипеч 1937 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Кипеч тӑрӑхне кӗрекен Чулкӑмакара ҫуралнӑ. Вӗреннӗ, тӗрлӗ ҫӗрте ӑс пухнӑ, кӗвӗ-ҫемӗпе ятарлӑ пӗлӳ илнӗ. Паллӑрах кӗнекисем: «Пурнӑҫ ҫулӗ такӑр мар», «Чӑваш пулма ҫӑмӑл мар», «Юратусӑр телей ҫук», «Пурнӑс кӗнеки», «Чӗлхесӗр пике», «Шартлама».
Тухтӑрсене хатӗрлемелли институт ҫумӗнче вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи медицинӑна халалланӑ экспозици уҫӑлать. «Медицина историйӗ» музей ыран, ҫу уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, ӗҫлеме тытӑнӗ. Ӑна савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫӗҫ.
ЧР Сывлӑх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, музее Аслӑ Ҫӗнтерӳ 70 ҫул тултарнине халалласа уҫӗҫ. Пӗрремеш экспозицие вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи медицинӑна халаллӗҫ.
Курава килнӗ хӑнасем тухтӑрсен, медицина сестрисен сӑнӳкерчӗкӗсене, вӗсен япалисене, ҫапӑҫусене хутшӑннӑ, Чӑваш Енри 16 эвакогоспитальте ӗҫленӗ вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи санинструкторсене курма пултареҫ.
Кунсӑр пуҫне унта килнисем палата, медсестра пӳлӗме, эвакогоспиталь пуҫлӑхӗн пӳлӗме мӗнлерех пулнисене курма пултарӗҫ. Музее уҫнӑ ҫӗре медицина ӗҫченӗсем — Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсем — хутшӑнӗҫ.
Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Ҫӗнтерӳ тунӑранпа 70 ҫул ҫитнине халалласа ирттерекен «Часовой Ҫӗнтерӳ Ялавӗ умӗнче» акци малалла пырать. 1945 ҫулхи май уйӑхӗнче рейхстаг ҫийӗн ҫӗкленнӗ ялав копийӗ шкултан-шкула ҫитет. Паянхи кун тӗлне ялав районти пур вӗренӳ учрежденийӗнче те пулнӑ, унсӑр пуҫне ялава Шупашкарта ирттернӗ Хӗрлӗ Чутайсен ентешлӗхӗн уявне те илсе пычӗҫ.
Акан 30-мӗшӗнче 1941–1945 ҫулсенчи Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинчи халӑх паттӑрлӑхне ӗмӗр асӑнмалӑх тӑвас тӗллевпе Штанашри шкул Ҫӗнтерӳ Ялавне Шулю шкулӗнчен йышӑнчӗ. Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Сӑр юханшывӗнчен инҫех мар вырнаҫнӑ шкултан виҫӗ район чиккинче вырнаҫнӑ Штанаш шкулне самаях вӑрӑм ҫулпа ҫитмелле пулчӗ ялавӑн. Шулю вӗренекенӗсем ялава Штанашсене ҫак шкултан вӗренсе тухнӑ паттӑрсене халалланӑ (ҫав шутра Совет Союзӗн Паттӑрӗн Алексей Романович Логинов та пур) стенд умӗнче тыттарчӗҫ.
Савӑнӑҫлӑ линейкӑна тӑххӑрмӗш класра вӗренекенсем Вера Устиновӑпа Виктория Ефремова ертсе пычӗҫ. Шкул директорӗ Парикова Вера Николаевна, акӑлчан чӗлхи вӗрентекенӗ Галина Зотова Ҫӗнтерӳ ялавӗн историйӗ пирки каласа пачӗҫ, Штанаш ял тӑрӑхӗнчи паттӑрсене аса илчӗҫ.
Аслӑ Ҫӗнтерӳ 70 ҫул тултарнӑ май Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗ сцена ҫине премьера кӑларӗ. Вӑл — чӑваш музыкин классикӗн А.Асламасӑн «Прерванный вальс» опери. Концерт постановки ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче пулӗ.
Ҫынсен кӑмӑлӗ пирки опера пирӗн халӑхӑн сӑваплӑ паттӑрлӑхӗ пирки тепӗр хутчен аса илтерӗ.
Сцена ҫине ҫав кун ЧР тава тивӗҫлӗ артисчӗсем Андрей Николаев тата Светлана Ефремова, пӗтӗм тӗнчери конкурссен лауреачӗсем Елена Соколова, Сергей Кузнецов, Константин Москалев, Максим Корсаков, театрӑн симфони оркестрӗ тухӗҫ.
Кӑна сцена ҫине 1963 ҫулта театр йӗркелӳҫи тата пӗрремӗш режиссерӗ Борис Марков кӑларнӑ ӗнтӗ.
Ҫынсен Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнчи паттӑрлӑхӗ опера тӑршшӗпех палӑрать. Ҫавӑнпа театр ушкӑнӗ ӑна сцена ҫине тепӗр хут кӑларма шухӑшланӑ.
«Ҫӗнтерӳ еткерӗ» конкурсра ҫӗнтернӗ ачасем Мускавра пулса курнӑ. Шупашкар ачисем унта Патшалӑх Думине те ҫитсе курнӑ.
Ачасем ҫакна хула конкурсне янӑ сочиненисемшӗн тивӗҫнӗ. Вӗсем унта Тӑван ҫӗршшывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ тӑванӗсем пирки ҫырса кӑтартнӑ.
Ачасемпе Патшалӑх Думинче экскурси ирттернӗ. Вӗсем депутатсемпе калаҫнӑ, Сӳнмен ҫулӑм патне кайса чечексем хунӑ.
Экскурси парламентпа паллашнинчен пуҫланнӑ. Юлашкинчен вӗсем Алена Аршинова депутатпа курнӑҫнӑ. Ачасем ӑна ыйтусем панӑ. Ытларах вӗсене аслӑ шкула вӗренме кӗресси пӑшӑрхантарнӑ.
Алена Аршинова шкул ачисемпе калаҫнӑ май халӗ ӗҫ рынокӗнче экономистсемпе юристсем ытлашшипех пулнине асӑрхаттарнӑ, урӑх професси суйлама сӗннӗ.
Сергей Лукьянов Питӗртен Шупашкара ҫитнӗ. Вӑл хӑвӑрт утса 1400 ҫухрӑм парӑнтарнӑ. Сергей Лукьянов ҫапла тӗнче икӗ ҫул курса ҫӳресшӗн. Ҫула вӑл ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнче тухнӑ. Шупашкара 28 кун килнӗ.
Сергей Лукьянов Шупашкара ҫитсен «Про Город» хаҫат корреспондентне интервью панӑ. Арҫын икӗ ҫулта 32 пин ҫухрӑм утасшӑн. Кунне вӑл вӑтамран 50–60 ҫухрӑм утать. Хӑй каланӑ тӑрӑх, унӑн ҫулӗ Китай, Вьетнам, Сингапур, Австрали витӗр выртӗ, унтан Кӑнтӑр тата Ҫурҫӗр Америкӑна, Африкӑна, Европӑна ҫитӗ.
58 ҫултискер хӑйӗнпе пӗрле япаласене сумкӑна кӗнӗ чухлӗ ҫеҫ илнӗ. Вӑл хӑвӑрт утассипе тахҫанах кӑсӑкланать-мӗн. Ҫак ҫулҫӳревре вӑл 1 миллион тенкӗ тӑкаклама палӑртнӑ. Хӑйӗн ҫулҫӳревне вӑл Аслӑ Ҫентерӳ 70 ҫул тултарнине халалланӑ. Ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Пӗкӗлмере пулма палӑртнӑ. Халӗ вӑл Хусана ҫул тытнӑ.
Аслӑ Ҫӗнтерӳ 70 ҫул тултарнӑ май ветерансене тӗрлӗ пулӑшу кӳме тӑрӑшаҫҫӗ. Вӗсене ҫул ҫинче тӳлевсӗр илсе ҫӳреҫҫӗ кӑна мар-мӗн. Канаш хулинчи парикмахерскисем вӑрҫӑ ветеранӗсене ҫӳҫ те тӳлевсӗр касаҫҫӗ иккен. Е хака вӗсемшӗн 30-50 процент чакараҫҫӗ вӗсем.
Ку акцие Канашри 40 ытла парикмахерски хутшӑнать. Кунсӑр пуҫне пушмак юсакан темиҫе мастерской ветерансене, тыл ӗҫченӗсене тӳлевсӗр йышӑнать-мӗн.
Ҫӳҫе хими тума е сӑрлама ҫур хакпа пулать. Кастармашкӑн — тӳлевсӗр. Пушмака юсаттармашкӑн хака 30-50 процент чакараҫҫӗ. Акци ҫу уйахӗн 1-10-мӗшӗсенче кӑна пулӗ.
Ҫавӑн пекех Канашри 2-мӗш мунчара ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗнче ветерансемпе тыл ӗҫченӗсене ҫур хакпа ҫӑвӑнтараҫҫӗ.
Елчӗк районӗнчи Курнавӑшри вӑтам шкул ачисем «Ҫӗнтерӳ пусми» Пӗтӗм Раҫҫейри акцие хутӑшнаҫҫӗ. Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 70 ҫул ҫитнине халлланӑскерӗн тӗллевне унӑн йӗркелӳҫисем ачасемпе ҫамрӑксенче патриотизм туйӑмне ҫирӗплтесси тесе палӑртаҫҫӗ.
Акцие хутшӑнакансен «Ҫӗнтерӳ пусми» валли пир татӑкӗ ҫине ветерансен тӑлӑха юлнӑ арӑмӗсен ячӗсене ҫырасси. Кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн пуҫламӑшӗ тӗлне пирӗн республикӑра ун пеккисем 3 пин ытла ҫын пурӑнаҫҫӗ. Вӗсен ятне асра хӑварас тесе хӑйне евӗр пусма хатӗрлес тенӗ.
Курнавӑш ачисенчен ку акцие 8-мӗш, 10-мӗш тата 11-мӗш классенче вӗренекенсем уйрӑмах хастар хутшӑннӑ-мӗн. Кашни ушкӑнах тӑлӑх салтак арӑмӗсем пирки информаци пухнӑ, кайран ӗҫе кӳлӗннӗ. Ватӑсен ячӗсене вӗсем чӑвашла тӗрлесе ҫырнӑ.
Паян Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Штанашри шкулта «Паттӑрлӑх урокӗ» иртрӗ. Ӑна Чӑваш Республикин композиторӗсен ассоциаци членӗ, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ преми лауреачӗ, тӗрлӗ фестивальсен лауреачӗ, паллӑ юрӑҫ Александр Мингалев ертсе пычӗ.
Александр Мингалев спецназ ветеранӗ, хӑй вӑхӑтӗнче Грозный хулинче хӗсметре пулнӑ, шӑпах ҫавӑнпа вӑл хальхи вӑхӑтра мире хирӗҫ кӗрешекен акцисене хастар хутшӑнать. Хӑйӗн чылай юррине вӑл Ҫурҫӗр Кавказра ҫырнӑ. Малтанах юрӑҫ аслӑ Ҫӗнтерӳ 70 ҫул тултарнӑ май пухӑннисене ветерансене тивӗҫлӗ шайра чыслама, вӗсене пулӑшма чӗнсе каларӗ. Пулас салтакӑн мӗнлерех пулмалли, сиенлӗ йӑлапа туслашмалла марри ҫинче чарӑнса тӑчӗ. Вӑрҫӑ ҫухатусӑр пулмасть, юрӑҫ хӑйӗн ача чухнехи тусӗ Олег Беспалов душмансене хирӗҫ ҫапӑҫса пуҫне хуни ҫинчен пӑлханса каласа пачӗ. «Нас Грозный ждет», «Вернуться бы домой», «Это наша работа», «Псковский десант» юрӑ сӑмахӗсем пуля-мина хушшинче ҫуралнӑран чуна пырса тивеҫҫӗ. Галина Ордем ҫыравҫӑн ывӑлӗ те Чечняра пулнӑ. «Российский солдат» юрӑ сӑмахӗсене вӑл Раҫҫей салтакӗсене халалласа ҫырнӑ.
Аслӑ Ҫӗнтерӳ 70 ҫул тултарнӑ ятпа ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнчен пуҫласа ҫу уйӑхӗн 10-мӗшӗччен «Ростелеком» ветерансене, вӑрҫӑ сусӑрӗсене полкра пӗрле пулнисемпе, аякра пурӑнакан тӑванӗсемпе, юлташӗсемпе тӳлевсӗр ҫыхӑнма май туса парӗ.
Ветерансем телефонпа тӳлевсӗр 70 минут таранах калаҫма пултарӗҫ. Вӗсен Раҫҫейри пӗр-пӗр региона, хулана, ҫывӑхри ют ҫӗршывсене (Украина, Беларуҫ, Молдова, Казахстан, Узбекистан, Таджикистан, Кӑркӑстан, Туркменистан, Азербайджан, Эрмен, Латви, Литва, Эстони, Грузи, Абхази, Кӑнтӑр Осети) шӑнкӑравлама май пур. Килтен те, ятарлӑ учрежденисенчен те (госпиталь, ветерансен ҫурчӗ тата ытти те) шӑнкӑравлама пулать.
Ҫӳлерех асӑннӑ тапхӑрта телеграммӑсене те тӳлевсӗр яма пулать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |